Халӑх тетелӗсенче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнӑ. Юрлани ҫынна усал туни мар-ха.
«Чебоксары 24» портал та видеона вырнаҫтарнӑ, унта Раҫҫей эстрадин хӗрлӗ эрех бокалӗллӗ ҫӑлтӑрӗпе пуҫлӑхсемпе депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлеҫҫӗ.
Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ пулас.
Маларах асӑннӑ порталта пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ку фактпа хула администрацийӗнче тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ку лару-тӑрура чи кӑсӑкли — кам тата мӗне кура видео ӳкерни, ӑна халӑх тетелне мӗншӗн вырнаҫтарни.
Камсен юррисене янӑратать «Тӑван радио»? Халӑх тетелӗсенчен пӗринчи эпир унчченхи хыпарсенчен пӗринче асӑннӑ «Киремет tv» ушкӑнра шӑп ҫак ыйту тавра пуҫ ватаҫҫӗ.
Постне вырӑсла ҫырнӑ-ха, ҫапах та эпир чӑвашла куҫарар: «Каллех Тӑван радио. Вырӑсла юрлакан, анчах Чӑваш Енре пурӑнакан юрӑҫсен ӑҫта каймалла?» — хурав шырать унта пӗри. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «Тӑван радиора» ытти каналпа та янӑракан Раҫҫей поп-музыки нумай, анчах хамӑр патри авторсен сахал.
«Тӑван радион» музыка редакторӗ Петр Вунберов радиостанцин тӗп формачӗпе килӗшӳллӗн вӗсен музыка архивне чӑваш тата вырӑс поп-музыки ытларах кӗнине ӑнлантарнӑ. Рэп-юхӑмӗллисем сахал лекнӗрен юрӑҫа вӑл урӑх радиостанцисемпе ҫыхӑнма сӗннӗ.
«Киремет tv» вара «Тӑван радио» ют авторсен вырӑс рокне те, поп-рокне те ҫителӗклӗх янӑратать, хамӑрӑннисем валли вара вырӑн ҫук тесе ҫирӗплетет.
Халӑх тетелӗсенчен пӗринчи «Киремет tv» ушкӑнра концерт пуласси ҫинчен пӗлтернинче йӑнӑш кайнине сӳтсе яваҫҫӗ.
«Ҫак пӗр афишӑра кам миҫе йӑнӑш курать?» — тесе ҫырнӑ унта. Поста сӗнни виҫӗ йӑнӑш асӑрханине пӗлтерет.
Пӗр-пӗр саспалли сиксе юлнипе е саспаллисем вырӑнпа ылмашса ларнипе ҫыхӑннӑ йӑнӑш мар-мӗн унта. Юрӑҫсен хисеплӗ ятне тӗрӗс мар ҫырнӑ. Чӑвӑш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсене: Сергей Кувшинова, Виталий Адюкова, Елена Османована — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ тесе ҫавӑрттарса хунӑ. «Ҫак йӑнӑшлӑ афишӑна тӗнче курмалла Инстаграма вырнаҫтарма та именмеҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланать пост хуҫи.
Йӑнӑша сӳтсе явма «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алина Изман та хутшӑннӑ. Вӑл афиша пирки Кувшинов юрӑҫпа калаҫнӑ-мӗн. Хайхи юрӑҫ Петухова (вӑл камне пӗлместпӗр. — Т.Т.) ҫапла хатӗрленине пӗлтернӗ. «Халь вара вилмелле-и уншӑн? Маншӑн ҫавах: хуть заслуженный артист Америки тетӗр, хуть те мӗн ҫырччӑр», — хуравланӑ иккен хаҫатҫӑна юрӑҫ.
Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшне яланах асӑрхаттараҫҫӗ: ача компьютер умӗнче ларнӑ чухне хӑш сайтсене кӗрсе пӑхнине тӗрӗслесех тӑмалла. Ара, тӗнче тетелӗнче шӑпӑрлансемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан сайтсем пайтах.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта бомба тума вӗрентекен сайтсем тупнӑ. Тӗнче тетелӗнчи сайтсене тӗп хулари Мускав районӗн прокуратури тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче икӗ сайт куҫ тӗлне пулнӑ. Вӗсенче килте сирпӗнекен хатӗр ӑсталама вӗрентнӗ. Ҫитменнине, сайта кашниех кӗрсе пӑхма пултарнӑ, вӑл хупӑ пулман.
Прокурор кунашкал информацие Раҫҫейре сарма юраманнисен йышне кӗртме ыйтнӑ. Суд унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнчи кинемейсем «Мэш» телеграм-канала лекнӗ. Ҫак хыпара тӗнче тетелӗнче хыпарланӑ.
Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, карчӑк-кӗрчӗк сак ҫинче карас ҫыхӑнӑвне тиркешсе ларнишӗн ята кӗрсе штраф тӳленӗ.
Юнкӑ ялӗнче пурӑнакансене ялта ҫыхӑну компанийӗсенчен пӗри вышка лартса хуни тарӑхтарнӑ. Ял ҫыннисем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӗлле хурчӗ ылтӑн хурт пулма пӑрахнӑ — хуҫисене пылпа савӑнтарма чарӑннӑ, ӗнесем сӗт чакарнӑ.
Аслӑ ҫулхисем хушма хуҫалӑхшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ пулӗ те, ҫамрӑксем, тен, савӑнаҫҫӗ те-ши? 21-мӗш ӗмӗрте вӗсене йӗркеллӗ ҫыхӑну хатӗрӗсӗр пурӑнма йывӑр пек туйӑнать-тӗр.
Апла-и, капла-и — шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тени мӗн тесен те тӗрӗс пулӗ: вышка вырнаҫтарнипе юнкӑсем ниепле те ҫырлахасшӑн мар курӑнать.
Ҫак эрнере, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче «Зимнее содержание дорог» (чӑв. Хӗлле ҫула тытса тӑрасси) темӑпа отрасльти тӳрӗ лини ӗҫлӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Онлайн-трансляцие итлес тесен тӗнче тетелӗнчи ҫак каҫӑпа http://video.cap.ru/video/live кӗмелле.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫул-йӗре юр хӳсе лартасран, ҫулсем пӑрлакланасран камӑн тата мӗн тумаллине, юра вӑхӑтра тасатса тӑрассишӗн кам яваплине республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов ӑнлантарӗ.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫул-йӗре тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене mintrans@cap.ru электрон пуштӑпа маларах ярса пама та, онлайн трансляци вӑхӑтӗнче 8 (8352) 56-50-60 номерпе шӑнкӑравлама та май пур.
Елчӗк районӗнчи суд приставӗсем парӑмҫӑн халӑх тетелӗнчи станицине шыраса тупнӑ та парӑма татма ӳкӗте кӗртнӗ.
Суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫыннӑн ҪҪХПИ, суд штрафӗсене, налук тӳлемелле пулнӑ. Пӗтӗмпе парӑм 70 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Укҫа тӳлеме хирӗҫленӗ арҫыннӑн водитель правине туртса илнӗ, Раҫҫейрен тухма чарнӑ. Анчах ҫамрӑка ку та хӑратман, вӑл пӗрех парӑма татма васкаман.
Суд приставӗсем вара пур-пӗрех мел тупнӑ. Вӗсем унӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницине тупнӑ та ҫыру ҫырса янӑ, парӑма татмасан хӑйӗншӗнех тӳнтерле ҫаврӑнса тухасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Арҫын кун хыҫҫӑнах пӗтӗм укҫана тӳлесе татнӑ.
IR TVӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пирки тӗнче тетелӗнче, «Контактра», «Ирӗклӗх» ушкӑн пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ниепле те сиктерсе хӑварма ҫук».
Чӑн та, эпир те итлерӗмӗр. Чӑваш наци юхӑмӗн хальхи тӑрӑмӗпе пуласлӑхӗ пирки Сантр Савкилта чӗлхеҫӗ, ӑсчах, чӑваш хастарӗ, Илле Иванов публицист тата кӑларӑма ертсе пыракан Илья Алексеев пӗр сехете яхӑн сӳтсе яврӗҫ. Кӑларӑмра вырӑсла калаҫрӗҫ.
Чӑваш наци юхӑмӗ пирки калаҫнӑ май паянхи Чӑваш наци конгресӗ ҫинчен те сӑмах пуҫарчӗҫ. Унта хутшӑнакансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ЧНКна ют ҫынсене кӗртмеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче тата ҫӗрте ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисене сумлӑ тивӗҫ тупса паракан вырӑн, унта вӗсем хӑйсен кирлӗлӗхне туяҫҫӗ тесе хаклани сисӗнчӗ.
«Тутарсем хушшинче чӑвашланас, каялла чӑваша куҫас шухӑшлисем нумайланни сисӗнет теҫҫӗ. Унпирки шухӑшлакансем вконтакте тӗнче тетелӗнче уйрӑм ушкӑн йӗркеленӗ иккен. Ыттисене те пӗрле пулса чӑвашланма чӗнеҫҫӗ. Кунта кӗрсе пӑхӑр-ха. Эпӗ хам ӗнтӗ пӗрре те тутарсене хирӗҫ мар, анчах та питӗ кӑсӑклӑ ку хыпар», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Владимир Болгарский. Унтан вӑл «Контактра» ушкӑнра пичетленнӗ хыпар каҫҫине https://vk.com/wall-128463089_3 илсе кӑтартнӑ. Ӑна, сӑмах май, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ страницӑра ҫапларах чӗнсе каланӑ иккен: «Салам, шӑллӑм-йӑмӑксем! Паян пирӗн хӑватлӑ халӑха тутарсем пек пӗлеҫҫӗ. (...) Пирӗн пӗрлӗх историри ҫак тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешсе халӑхӑмӑра унӑн чӑн ятне — чӑваша — тавӑрасшӑн».
«Чӑваш вӑл пӗтмелли халӑх мар ҫав», — палӑртнӑ шухӑшне ҫак хыпара Фейсбукра сӳтсе явакансенчен пӗри, республикӑри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗнче тетелӗсенчи халӑх страницисенче регистрациленесшӗн мар. Мӗншӗн апла шухӑшланине вӑл «Чӑваш Ен» ПТРКн «Приложение силы» телекӑларӑмра ӑнлантарса панӑ. Ҫав вӑхӑтрах ытти кӗпӗрнаттӑрӑн страницӑсем пуррине вӑл хурламасть.
Элтепер халӑх сечӗсем пирки мӗн шухӑшланипе тата ҫавна мӗнле хакланипе кӑларӑмра Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗ Мария Печенкина кӑсӑкланнӑ.
«Эпир халӑх ҫинчи ҫынсем, пирӗнпе ҫыхӑннӑ мӗнпур хыпар тӗнче тетелӗнче пур», — тенӗ вӑл.
Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Васильевич халӑх тетелӗсенчи хыпара улӑштарса ылмаштарнине кӑмӑлламасть, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн страницине йӗркелеме тӑхтать. Ҫапларах хуравланӑ Михаил Игнатьев «Приложение силы» (чӑв. Вӑй хуни) телекӑларӑмра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |